Авӑнӑн 17–19-мӗшӗсенче Улатӑрта сусӑрсен «Пурӑнас тесе» регионсен хушшинчи ыркӑмӑллӑхпа культура фестивалӗ иртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн хулара куҫ курманнисем тата япӑх куракансем валли вулавӑш уҫнӑ. Кунашкалли республикӑра урӑх ҫук.
Фестивалӗн юлашки кунӗнче гала-концерт иртнӗ. Пантелеимон епископ каланӑ тӑрӑх, фестиваль сусӑрсене пултарулӑхне кӑтартма май парать.
Фестиваль хӑнисене Федор епископ саламланӑ. Вӑл сусӑрсемпе ӗҫлекен пайӑн ертӳҫи. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Ефремов каланӑ тӑрӑх, патшалӑх сусӑрсем валли чылай ӗҫ тӑвать. Анчах ку фестиваль вӗсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Вӑл пултарулӑха атлантарма кӑна мар, пурӑнма та хистет.
5 ҫулта фестиваль Никама пӑхӑнман патшалӑхсенчи, Раҫҫейри 17 регионти ҫӗр-ҫӗр ҫынна пухнӑ.
Чӑваш Енре чи хӑтлӑ кил хуҫалӑхӗсене палӑртнӑ. Ку конкурс 10-мӗш ҫул иртет. Ҫак тапхӑрта пӗчӗк ялсем те илемленме тытӑннӑ. Конкурса хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳсет. Хальхинче 70-ӗн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене пилӗк номинацире палӑртнӑ. Жюрин конкурс ӗҫӗсене пӑхса тухнисӗр пуҫне кил хуҫалӑхӗсене ҫитме тивнӗ. Социаллӑ тытӑмри учрежденисен хушшинче Куславккари «Атӑл» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ ҫӗнтернӗ. Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмарта пурӑнакан Еньковсен килӗнче чи нумай чечек ӳсет-мӗн.
Урамсен хушшинче Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Шкул урамне чи хӑтли тесе палӑртнӑ. Канаш районӗнчи Николаевсен кил хуҫалӑхне чи илемлисен йышне кӗртнӗ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене укҫан хавхалантарӗҫ. Кӑҫал вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче 583 пине яхӑн тенке пайлӗҫ.
Иртнӗ эрнери ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пула вырма хӑвӑртлӑхӗ чакнине пӗлтерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви. Паянхи кун тӗлне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене хуҫалӑхсем 228,4 пин гектар ҫулса илме ӗлкӗрнӗ, ку вӑл мӗнпур лаптӑкӑн 85,7 проценчӗпе танлашать. Тӗшӗлессе вара 226,9 пин гектар, е 85,1 процент, ҫинчен ҫапса илнӗ.
Вырмана пӗтернисем те пур. Районсенчен ҫак енпе елчӗксем мухтанма пултарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Патӑрьелсем 95 процента ҫитнӗ, сӗнтӗрвӑррисем — 92 процента, каҫалсем — 90,4 процента.
Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 21,7 центнера ларать. Пысӑк тухӑҫлисен шутӗнче — Вӑрнар районӗ (26,3 центнер), Красноармейскинче — 26 центнер, Етӗрнере — 25,8 центнерӗ Ҫӗмӗрле районӗнче тухӑҫ 17,3 центнера ларать, Улатӑрта — 16,5 центнера.
Ҫанталӑк уяр тӑрсан эрнере вырса пӗтерме шанаҫҫӗ.
Авӑнӑн 2-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 267 пин гектар ҫинчи тыр-пула пухса кӗртнӗ. Ҫав шутра — 93,3 пин гектар тулӑ. Пӗтӗмпе 81% тыр-пула вырнӑ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Елчӗк районӗнче вырма вӗҫленнӗ. Патӑрьел районӗнче 90 процентне пухса кӗртнӗ. Элӗк тата Шупашкар районӗсем варахрах ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пӗтӗмпе 473,6 тонна тырӑ вырнӑ. Вӑрнар, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче 1 гектартан тухӑҫ ытларах туса илнӗ. Чи сахалли — Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче.
Уй-хирте ҫӗрулми кӑларас ӗҫ пырать. Хальлӗхе 751 гектар ҫинчи ҫимӗҫе пухса кӗртнӗ.
Улатӑр районӗнчи Стемас ял тӑрӑхӗнче шыв башни таса шывпа шкула, ача пахчине, фельдшерпа акушер пунктне, 40 ытла ҫурта тивӗҫтерет.
Ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 70–80-мӗш ҫулӗсенче тунӑ. Юлашки вӑхатра Ленин урамӗнче тата Стрелоксен 141-мӗш дивизийӗн урамӗнче пурӑнакансем шыв башни япӑх ӗҫлеме тытӑннипе кӑмӑлсӑр.
Пуху ирттернӗ хыҫҫӑн халӑх ӑна юсама йышӑннӑ. Виҫӗ кун сварка тунӑ. Халӑх сурсан кӳлӗ пулать тесе ахальтен каламан ҫав. Стемассем ҫурлан 25-мӗшӗнче юсав ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Шкул, ача пахчи, ҫуртсем шывлӑ пулнӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗ Улатӑр хулипе районӗнче хӑйӗн уйрӑмне йӗркеленӗ. Ӑна Кивӗ Эйпеҫри Культура ҫурчӗн режиссерӗ Марина Лебедева ертсе пырӗ. Пуҫламӑш организацине 10 ҫын кӗнӗ.
Улатӑр район администрацине нумаях пулмасть ӗҫлӗ визитпа Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Петр Ивантаев тата президиумӑн пайташӗ Валерий Клементьев ҫитнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Николай Романовпа вӗсем чӑваш чӗлхине аталантарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ имӗш. Хӑнасем палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш наци конгресӗ регионсем тата нацисем хушшинче килӗштерсе ӗҫлессине ҫирӗплетме пулӑшать.
Ҫурла уйӑхӗн варринче республикӑри районсен ентешлӗхӗсен йӑлана кӗнӗ «Туслӑх кубокне» ҫӗнсе илессишӗн ирттернӗ ӑмӑртусенче хальхинче нихӑҫанхинчен те нумайрах спортсмен (пурӗ 21 команда) тупӑшнине пӗлтерет «Хыпар» хаҫат Петр Сидоров статйинче.
Пӗтӗмӗшле зачетра малти виҫӗ вырӑна йышӑнакан командӑри атлетсене хавхалантарма Шупашкар хула пуҫлӑхӗн Л.И. Черкесовӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 230 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкар хули 545 ҫул тултарнине халалланӑ XXII спартакиадӑра чи малтан шывра ишекенсем ӑмӑртнӑ. Икӗ хӗрпе икӗ арҫынран тӑракан 2*2 эстафетӑра пӗрремӗш вырӑна Улатӑр район ентешлӗхӗн команди тухнӑ. Ҫак коллектив чысне Алтышево ялӗнчи вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексӗн бассейнӗнче ӑсталӑха туптанӑ ишевҫӗсем хӳтӗленӗ.
Ҫивӗч кӗрешӳре 2–5-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Шупашкар тата Красноармейски районӗсен ентешлӗхӗсен ишевҫисем лайӑх ӑмӑртнине те палӑртнӑ. Юлашки виҫӗ вырӑна Ҫӗрпӳ, Комсомольски тата Куславкка районӗсен командисем йышӑннӑ.
Волейболистсен ҫивӗч кӗрешӗвӗ «Спартак» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче пилӗк куна тӑсӑлнӑ.
Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать тетпӗр те, кӗрхи кун та питӗ яваплӑ. Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхсенче тӗш тырӑ вырассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Паянхи куна илсен, Елчӗк районӗнчи хресченсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене ҫурри ытла ҫулса илме ӗлкӗрнӗ. Сӑмах май каласан, ытти районпа танлаштарсан вырма лаптӑкӗ вӗсен — пуринчен пысӑкки, 20,6 пине яхӑн.
Тӗш тырӑна ҫулса илессипе ҫавӑн пекех Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Патӑрьел тата Комсомольски районӗсем малта пыраҫҫӗ. Вӗсем пурте вырмалли лаптӑкран 30 ытла проценчӗ ҫинчен ҫулса илме ӗлкӗрнӗ. Тӗшӗленӗ лаптӑк тӑрӑх пӑхсан та маларах асӑннӑ районсем малтисен ретӗнче. Хыҫалта хальлӗхе Улатӑр районӗ пырать. Ӗҫе вӑл 11,9 процент кӑна пурнӑҫланӑ.
Республикипе пӗтӗмӗшле илсен, тӗш тырӑна 75,8 пин гектар ҫинче тӗшӗленӗ, ку вӑл 27,3 процент тенине пӗлтерет.
Оперативлӑ кӑтартусем тӑрӑх пӑхсан, тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 20,4 центнера ларать.
Чӑваш Ен сӑнав проектне хутшӑнать. Унпа килӗшӳллӗн, ял хуҫалӑх техникине газпа чуптармалла.
Республикӑра топливӑн ҫӗнӗ тӗсӗпе халӑха илсе ҫӳрекен 18 автобус усӑ курать. Вӗсенчен кашни 400 пине яхӑн перекетлеме парать-мӗн.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, метан йӳнӗ кӑна мар, экологи тӗлӗшӗнчен таса та. Ҫапах республикӑри транспортӑн 3 проценчӗ кӑна унпа усӑ курать.
Хальлӗхе Чӑваш Енре ҫакнашкал газпа пӗр станци ҫеҫ тивӗҫтерет. Вӑл — Шупашкарта. Тӳре-шара кунашкал станцисене Улатӑр, Патӑрьел, Канаш, Куславкка, Етӗрне районӗсенче тума палӑртнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри халӑх йышӗ 1 миллион та 240 пин ҫынпа танлашнӑ. Ку вӑл 2011 ҫулхинчен 10 пин те 534 ҫын, е 0,8 процент, чакнине пӗлтерет.
Ялта пурӑнакансен шучӗ ҫулталӑкра 6 пин ҫын (1,2 процент) сахалланнӑ, хуларисен 2,6 пин (0,3 процент) нумайланнӑ. Халӑхӑн йышӗнче хула ҫыннисем 60,2 процент йышӑнаҫҫӗ, ялтисем — 39,8 процент.
Юлашки вӑхӑтра ачасем ҫураласси йышланнӑ. 2013 ҫулта 2011-мӗшӗнчинчен 1 186 пепке ытларах кун ҫути курнӑ: пӗлтӗр 17 пин 351 ача ҫуралнӑ. Ҫураласлӑх коэффициенчӗ 8,5 процент хушӑннӑ. Ялта хуларинчен яланхиллех нумайрах ҫуратаҫҫӗ.
Пӗлтӗр халӑх шучӗ Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Улатӑр, Етӗрне, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах чакнӑ. Вӗсенче йыш 3 процентран пуҫласа 2,2 процент таран катӑлнӑ. Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисемпе Шупашкар районӗнче халӑх шучӗ йышланнӑ.
Ӗҫлеме пултарайманнисем яллӑ вырӑнта хуларинчен 1,3 процент нумайрах.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |